Етӗрне хулинче Ленин урамӗнче 17 томлӑ словарь авторӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑ ҫурт упранса юлнӑ. Чӗлхеҫӗ унта 4 ҫул тултариччен пурӑннӑ.
Кӑҫал Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ май ҫав ҫурта юсаса ҫӗнетесшӗн. Вӑл хула админситрацийӗн балансӗ ҫинче шутланать, хыснара вара ун валли укҫа ҫук. Етӗрнесем ЧР Культура министерствине проектӑн ӑслӑлӑх-проект документацине хатӗрлеме заявка панӑ. Ку ведомство вара Финанс министерствине укҫан пулӑшма ыйтса заявка хатӗрлет.
Сӑмах май, Николай Ашмарин ҫуралнӑ ҫурта 2010 ҫултах ҫӗнетме палӑртнӑ. Анчах ун чухне проект экспертиза витӗр тухман.
Agabazar // 4017.27.2859
2020.08.06 18:51 | |
Ашмарина темле словарь авторĕ пек çеç курмалла мар. | |
Agabazar // 4017.27.2859
2020.08.06 18:53 | |
Юратмаççĕ Ашмарина. Мĕншĕн? |