Шупашкар районӗнче пӗр хӗрарӑм кӗпер ҫинчен ӳкнӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ. Ку пӑтӑрмаха курнӑ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ.
Ку паян ҫӗрле 2 сехетре Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Кӗпертен ӳкнӗ хӗрарӑма иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Вӑл йӑлтах юнланса пӗтнӗ пулнӑ.
Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл нумай вырӑнта шӑммисене хуҫнӑ, ӳчӗ ҫинче сурансем пур. Тухтӑрсем хӗрарӑма реанимацие илсе кайнӑ.
Палӑртмалла: кӗпер ҫинчен ӳкнӗ хӗрарӑм 42 ҫулта.