Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Афган вӑрҫин ветеранӗсемпе тӗл пулни

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
galina.belkova 16.02.2013 12:29 | 1975 хут пӑхнӑ
Тӗл пулу саманчӗ. В. Лепёшкина сӑнӳкерчӗкӗ
Тӗл пулу саманчӗ. В. Лепёшкина сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑсӑн вун пиллӗкӗмӗшӗ пирӗн ҫӗршывра паллӑ кун. Шӑп ҫирӗм тӑватӑ ҫул каялла ҫак хӗллехи кун пирӗн Совет Ҫарӗсем кӳршӗллӗ Афган ҫӗрӗнчен таврӑннӑ. Унта вӗсем вунӑ ҫула яхӑн — 1979 ҫулхи раштавӑн ҫирӗм пиллӗкӗмӗшӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑсӑн вунпиллӗкӗмӗшӗччен — хӑйсен интернационалла тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Нумай нуша тӳснӗ, нумай юн тӑкнӑ ҫак вӑрҫӑра ҫамрӑк совет салтакӗсем. Каҫал тӑрӑхӗнчен Афганистана хӗсмете кайнӑ яшсенчен те тӑваттӑшӗ ҫапӑҫу хирӗнче пуҫне хунӑ. Вӗсем: Элпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Вазых Тазетдинов, Тӑманлӑ Выҫли яшӗ Виктор Тумаков, Хирти Явӑш ачи Игорь Гаврилов, Йӳҫ Шӑхалӗнчи Сергей Шмелев.

Ҫак савӑнӑҫлӑ та, ҫавӑнпа пӗрлех хурлӑхлӑ куна асӑнса Хырхӗрри тӗп шкулӗнче асӑну кунӗ иртрӗ. Маларах истори учителӗ Г.Белкова ертсе пынипе ачасем ялти афган вӑрҫин ветеранӗсем ҫинчен ыйтса пӗлсе тӗпчерӗҫ. Ҫывӑх ҫыннисемпе калаҫса сӑнӳкерчӗкӗсене пуҫтарчӗҫ те стенд хатӗрлерӗҫ. Ҫак ӗҫре уйрӑмах ҫиччӗмӗш класра вӗренекен Снежана Кузнецова тӑрӑшуллӑ пулчӗ.

Асӑну кунне В.Лепешкина аслӑ вожатӑй уҫрӗ, вӑлах йӗркелесе ертсе пычӗ. Чӑн малтан ачасене афган вӑрҫин историпе паллаштарчӗ. Унтан шкула ятарласа килнӗ сумлӑ хӑнасемпе паллаштарчӗ, вӗсене сӑмах пачӗ. Комсомольски районӗнчи Афганецсен союзӗн ертӳҫи Виктор Николаевич Гаврилов тата унӑн юлташӗсем — Михаил Алексеевич Киргизов, Иван Витальевич Мамуткин, Валерий Васильевич Самаркин — ҫав вутлӑ кунсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Хушӑран алла гитара тытса афган юррисене шӑрантарчӗҫ. Кашниех хӑйсен асӗнче юлнӑ самантсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ачасен ыйтӑвӗсене тарӑн хуравсем пачӗ. Шкул ачисем те, вӗрентекенсем те тимлесе итлерӗҫ ветерансене. Пуҫне хунисене асӑнса пӗр самант шӑп тӑчӗҫ…

Хыҫҫӑн ачасем сӑвӑсем каларӗҫ. «Асамлӑ алӑсем» кружока ҫӳрекен хӗрачасем ветерансене асӑнмалӑх хӑйсем чӗнтӗрлесе эрешленӗ сӑмса тутрисем парнелерӗҫ. Пурте пӗрле тӑрса асӑнмалӑх сӑн ӳкерчӗҫ.

#Йӳҫ Шӑхаль, #Комсомольски районӗ, #вӑрҫӑ, #Афганистан, #Элпуҫ, #Тӑманлӑ Выҫли, #Хирти Явӑш, #Хырхӗрри, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем