Чӑваш Енре вӗренӳ ҫулӗ вӑхӑтра уҫӑлмалла, ачасем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче парта хушшине лармалла. Ку вӑл студентсене те пырса тивӗ. Ҫапла шаннине пӗлтернӗ Чӑваш Ен вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев.
Министр Улатӑр хулинче тата районӗнче ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ. Унта вӑл Раҫҫей ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов интервьюсенче Раҫҫей шкулӗсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлассине темиҫе хут та палӑртнине пӗлтернӗ. Паллах, санитарипе эпидемиологи мерисене пӑхӑнмалла. Вӗсене Роспотребнадзор каланине тӗпе хурса РФ Ҫутӗҫ министерстви хатӗрленӗ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсем вӗренекенсене йышӑнма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсенче юсав ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ.