Тавралӑхра — шап-шурӑ юр. Уй-хирсенче вӑл, уйрӑмах хӗвеллӗ уяр кун, асамлӑ кӗмӗл ҫутӑпа аякранах йӑлтӑртатса выртать, хӑй патнелле йыхравлать. Ҫывӑхалла пырса тимлесе пӑхсан унта та кунта йӗрсем курӑнаҫҫӗ. Хӑшӗсем — ял урамӗсенче чупса ҫӳрекен хуҫасӑр йытӑ йӗрӗсем, хутран-ситрен вӑрӑм хӑлхаллӑ куян чалт! та чалт! сикни курӑнать. Тикӗсрех вырӑнсенче юр тӑрӑх ятарласа ансӑрах та мар ҫул туса пынӑ евӗр йӗрсем курӑнаҫҫӗ. Ҫак йӗре мӗн хӑварни хальхи ял ҫыннисемшӗн те тупмалли юмах мар: кунта юр ҫунисемпе ҫӳренӗ.
Комсомольски район тӑрӑхӗнче ҫывӑх вӑхӑтра, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 25-мӗшӗччен, «Снегоход» («Юр ҫуни») операци иртмелле. Ӑна районти шалти ӗҫсен пайӗн ҪХПИ (ГИБДД) уйрӑмӗн инспекторӗсемпе пӗрле Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем регистраци туман ҫилҫунасене тупса палӑртас тата ҫул ҫинчи хӑрушлӑхран асӑрханас тӗлӗшпе йӗркелеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен юр ҫинче ҫӳрекен техника хатӗрӗсене, снегоходсене ӗнтӗ, саккунпа килӗшӳллӗн вӑхӑтра шута илмелле. Паянхи кун тӗлне районта виҫӗ ҫилҫуна шута тӑратнӑ.
Ҫапла вара, юр ҫунисемпе пӗр хӑрамасӑрах хӑлхасенче ҫил шӑхӑртса ярӑнас килсен, малтанах саккуна пӑсмасӑр «урхамахсене» шута тӑратмалла.