Канаш районӗнче пурӑнакан 17 ҫулти каччӑна суд тӑвӗҫ. Ӑна ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳрсе асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. 17-ри каччӑ тата 48 ҫулти арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Хайхискерсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкки ватӑраххине урама илсе тухнӑ та кӗлеткинчен 25 хутран кая мар тапнӑ, ҫапнӑ.
Аслӑраххи тӑнне ҫухатнӑ. Каччӑ ӑна йывӑҫсем ӳсекен вырӑна сӗтӗрсе кайнӑ та типӗ курӑкпа, туратпа витнӗ. Хӑй киле кайса ҫывӑрма выртнӑ. Лешӗ вара йывӑр сурансене пула ҫавӑнта вилнӗ.
17-ри каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ. Судччен ӑна хупӑ усрӗҫ.