Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.06.2020 08:01 | 1988 хут пӑхнӑ
Персона

Чӑваш Енри паллӑ педагога, публициста, общество ӗҫченне, ӑсчаха, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидатне, таврапӗлӳҫӗне Виталий Станьяла «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ят пама йышӑннӑ.

Виталий Петрович 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче ҫуралнӑ. Анат Кӗнер шкулӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн историпе филологи факультетӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн аспирантуринче вӗреннӗ. Студент чухне «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатра куҫаруҫӑра тата литература ӗҫченӗнче тата Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри интернат шкулта воспитательте, Комсомольски районӗнчи Урмаел шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ пулса тӑрӑшнӑ. Кайран вӑл хаҫатра та, аслӑ шкулта та ӗҫленӗ. Кирек ӑҫта тӑрӑшсан та чунне парса тимленӗ.

#чӑвашлӑх, #Шупашкар районӗ, #ят-сум, #чыславсем, #Станьял

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Вĕрентекен // 3810.29.5347
2020.06.03 13:56
Питĕ лайăх хыпар. Саламлатпăр, Виталий Петрович! Атту Князевсем вăхăтĕнче Станьял ятне асăнма та чаратчĕç Шупашкар районĕнче. Тĕрĕслĕх çĕнтеретех.
Валери Туркай // 1671.67.7319
2020.06.03 16:44
Аранах!!!
Саламлатӑп, Вӗрентекенӗм!!!
Валери Туркай
(Валерий Воробьев,
ИФ-22-78 ушкӑн).
Хула ачи // 1726.84.3785
2020.06.03 18:51
Тахҫанах тӑратнӑ тетчӗҫ Станьяла ку хисеплӗ ята илме.Халь кӑна май тупӑннӑ иккен.Саламлатпӑр хисеплӗ Шурсухала.
Тимер // 4108.51.2954
2020.06.03 23:28
Район пулӑхне нумай пулмасть маттур чӑваша Николай Хорасева суйларӗҫ. Вӑл Станьяла лайӑх пӗлет.Чемен карти этнопаркра Акатуй ирттернӗ ҫӗрте пӗрмай хутшӑнса унти тӑрӑхра пуҫлӑх пулнӑ чух.Хӑй куҫӗпе курнӑ Станьяла хура халӑх мӗнле хисепленине. Хаваспах ҫак хисеплӗ ята тӑратнӑ хутсене тепӗр хут пӑхса тухма килӗшрӗ те кӗске вӑхӑтрах вӗҫне ҫитерчӗ.Таймапуҫ Николай Евгеньевича.
Шанăçпи // 1524.64.3063
2020.06.05 22:57
Виталий Петрович! Чун-чĕререн саламлатăп. Сывлăх, тăнăçлăх, ачасемпе мăнуксемпе савăнса пурăнма ырлăх-сывлăх çеç сунатап.
Виталий Петровича çак хисеплĕ ята пама çине тăнă маттур чăвашсене пысăк тав сăмахне калатăп. Пĕр-пĕрне пулăшсан, туслă пурăнсан çеç хамăр пурнăçа илемлĕрех çеç тăватпăр!!!
Микула // 9259.3.8429
2020.06.06 07:43
"Питӗ лайӑх","аранах","маттур чӑваш","хаваспах"... Чӑннипе каласан камсен аллинчен "ырлӑхӗ". Шкулсенчи чӑваш чӗлхин статусне хӑпартнӑ? Тен Шупашкарта тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗ уҫнӑ ? Медалӗсем ,теттесем ,хисеп хучӗсем чӑваш чӗлхи йӗри тавра пулса иртнӗ пулӑмсем витӗр пӑхсан ытларах "взятка" панӑ пекрех курӑнаҫ пулмалла ? Курман ,илтмен, шарламас тетересшӗн паллах. Чӑваш чӗлхин шӑпине ача сачӗсенчи тата шкулсенчи лару тӑру витӗр пӑхмалла мар маллалла? Ӗлӗкрех "почетный гражданин" дворян статусӗпе тан пулнӑ пулсан паянхине ытларах ячӗшӗн кӑна пулнине ӑнланмаллах пулӗ. Мӗн каласшӑн. Станьял паян чӑвашсемшӗн Маршал,Ҫарпуҫӗ пулсан район пуҫлӑхӗ пирӗншӗн сержант кӑна. Субординаци ҫавӑн пек пулмалла.
Вĕрентекен // 3253.10.5308
2020.06.06 12:06
Тимĕре тавах ырă пуçарушăн

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем