Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне хӑҫан тытасси паллӑ. Пӗрремӗш экзамена утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тыттарӗҫ. Ун чухне пӗлӗве географипе, литературӑпа тата информатикӑпа тӗрӗслӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 6, 7-мӗшӗсенче вырӑс чӗлхипе ППЭ пулӗ, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче – математикӑпа, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче – историпе тата физикӑпа, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче – обществознанипе тата химипе, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче – биологипе тата ют чӗлхесен ҫыру пайӗпе, утӑ уйӑхӗн 22 тата 23-мӗшӗсенче – ют чӗлхесемпе ӑсра каламалли пайӗпе.
Вырӑс тата ют чӗлхесемсӗр пуҫне резерв кунӗсене утӑ уйӑхӗн 24 тата 25-мӗшӗсене палӑртнӑ.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне утӑ уйӑхӗнче экзамен тытма тӗрлӗ сӑлтава пула май килменнисем валли ҫурла уйӑхӗнче май туса парӗҫ.