Кӑҫал пирӗн республика Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви те пӗр ӗмӗрхине палӑртӗ. Паллӑ кунсене халалласа издательствӑра «Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Чувашия родная» сӑвӑсен пуххи пичетленнӗ. Ӑна кӗҫӗн тата вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли кӑларнӑ.
Кӗнекене Чӑваш Енпе, унӑн халӑхӗпе тата чӗлхипе мӑнаҫланса, тӑван тӑрӑха, яла, тӑван киле мухтаса ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмра Ухсай Яккӑвӗ, Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай, Митта Ваҫлейӗ, Илле Тукташ, Василий Давыдов-Анатри, Любовь Мартьянова тата ыттисен сӑввисем кун ҫути курнӑ. Ҫамрӑк авторсенчен Олеся Михайлова, Нина Царыгина, Лариса Петрова, Ольга Австрийская хушамачӗсене асӑнма пулать. Вырӑсла ҫыракансенчен Светлана Гордеева, Александр Лукашин, Галина Анисова, Алимпиада Кручинина, Лидия Филиппова, Владимир Васильев-Мишшан, Валерий Голев, Раиса Сарби, Елена Светлая, Валентина Серебряная тата ыттисен сӑввисем пичетленнӗ.