Шупашкарта паян юханшыв порчӗ ҫумӗнче ҫӗр чӗтренни пирки халӑх пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах кӑнтӑрла иртсен икӗ сехет ҫурӑра пулса иртнӗ имӗш: стенасемпе люстрӑсем чӗтреме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра Президент булварӗнче, Константин Иванов урамӗнче тата ытти вырӑнсенче пулнӑ халӑх та ҫавнашкал пулӑма туйнӑ иккен.
ЙӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх хӑрамалли нимӗн те ҫук. Раҫҫей Федерацин ИӖМӗн Чӑваш Республикинчи халӑхпа ӗҫлекен тата информаци пай пуҫлӑхӗн ӗҫне тӑвакан Вероника Чернова ҫапла пӗлтернӗ: «Ку пулӑм сасартӑк ӑшӑтса янӑран тӑпра ӑнсӑртран аннипе е куҫнипе ҫыхӑннӑ. Юханшыв порчӗн ҫуртӗнче кантӑксенче темиҫе ҫурӑк пур. Халӑх пӗлтернӗ ҫурӑк пирки калас пулсан вӑл тахҫанах пур, паянхи пӑтӑрмахчченех тухнӑ. Никам та аманман, нимле ҫурт та ишӗлмен. Юханшыв портӗнче ӗҫлекенсене килелле яма сӗннӗ».