Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ваттисене апат-ҫимӗҫпе пулӑшни (ОНЛАЙН)

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.04.2020 09:29 | 5525 хут пӑхнӑ
Онлайн Чӑвашлӑх

Кӑшӑлвирус алхаснӑ вӑхӑтра ирӗксӗрех килте ларма тивнӗрен хастарсем пуҫарӑвӗпе Виталий Станьяла тата ыттисене апат-ҫимӗҫпе пулӑшма тӗв лартрӑмӑр. Пурӗ 11 707 тенкӗ пухӑнчӗ.

Апат-ҫимӗҫе вӗсем патне паян ҫитерсе пама пуҫласшӑн. Ку ӗҫ мӗнле пыни пирки онлайн хыпарласа тӑрӑпӑр.

#кӑшӑлвирус, #пулӑшу, #ниме, #апат-ҫимӗҫ, #чӑвашлӑх, #карантин

ru.chuvash.org/news/5095.html — Тимӗр Акташ вырӑсла хыпар ҫырса пачӗ.

Сӑмах май, ҫак кунсенче тата темиҫе ҫын куҫарса пачӗ. Ҫапла май пӗтӗмӗшле сумма 14 207 тенке ҫитрӗ (эрнекунччен ҫеҫ йышӑнатпӑр тесе пулин те ҫавах куҫарусем килеҫҫӗ-ха..).

Ку вара шӑматкунхи чексем.

Шӑматкунхи тӑкаксем:

Паян пурӗ 4000 тенкӗ укҫа тӑкакланӑ.

Виҫҫӗмӗш чарӑну вара Зинаида Козлова патӗнче пулнӑ.

Тепӗр фото:

Ун хыҫҫӑн нимеҫӗсем Антер Петрович Хусанкай патне ҫул тытнӑ.

Чи малтанах Николай Иванович Егоров патне ҫитнӗ. Пирӗн паллӑ тюрколог хальхи вӑхӑтра чирлекелет. Ҫавна май эпир ӑна сывлӑх сунатпӑр.

Атнер Петровичпа Николай Иванович патне нимеҫӗсем паян ҫеҫ ҫитме пултарчӗҫ. Ытти кунсенче май пулмарӗ. Сӑнӳкерчӗкре вара паян ҫитернӗ апат-ҫимӗҫе куратӑр.

Ыран ҫак акципе Атнер Петрович Хусанкайпа Николай Иванович Егоров патне кайса килме палӑртаҫҫӗ.

Апат-ҫимӗҫе ҫитернӗ хыҫҫӑн эпир сире пӗлтерӗпӗр.

Сӑмах май, медицина маскипе те тивӗҫтерес шухӑш пурччӗ, анчах шел те аптекӑсенче ку япалана тупма питӗ хӗн. Ахаль перчаткӑсем те ҫук.

Юрать-ха Елчӗксен чӑнкӑ ачи Николай пулӑшрӗ, Кушкӑ ялӗнчен. Владимир Агеев патне ҫитме вӑхӑт чылай иртни шӑп ҫавӑнпа ҫыхӑнчӗ — маскӑсем илсе килсе парасса кӗтме тиврӗ.

Виталий Станьялпа Праски Витти патне апат-ҫимӗҫ илсе ҫитернӗ вӑхӑтӗнчи тепӗр самант.

Вӗсем иккӗшӗ те пӗр ҫуртрах пурӑнаҫҫӗ. Эпир ҫитнӗ вӑхӑтра Виталий Петрович уҫӑлма тухнӑччӗ — ҫурт картишӗнче хаҫат вуласа ларатчӗ. Кайран вара унтах Праски Виттине тухма чӗнтӗмӗр.

Кӑшӑлвируса пула, паллах, ҫурт картишне тирпей-илем кӗртме ӗлкереймен — ҫавна май тавралӑх ытла та ҫуп-ҫаплӑччӗ.

Телефонри «Яндекс.Клавиатура» самаях чӑрмав кӳчӗ — хӑш-пӗр сӑмахсене хӑй ӑнланнӑ пек ҫырнӑ..

Пирӗн пакетсем тата та юлчӗҫ. Вӗсене Тимӗр малалла валеҫӗ. Эпӗ вара киле таврӑнатӑп.

Юхма патне те кӗрсе тухрӑмӑр.

Чӑваш журналистикин ветеранне — Тимӗр Акташа — апат-ҫимӗҫпе пулӑшас терӗмӗр.

Тепӗр фото.

Владимир Иванович Агеева та кӗрсе парне турӑмӑр

Агеев патне кайӑпӑр пуль. Туянатпӑр.

Малалла кайрӑмӑр. Лавккана кӗтӗмӗр.

Праски Витти те килчӗ.

Фото ҫыпӑҫтартӑм.

Праски Виттине кӗтетпӗр.

Ҫиччас Праски Витти тухӗ.

Станьял шӑп та лӑп уҫӑлма тухнӑ.

Станьял патне ҫитрӗмӗр.

Ҫавра сӗтел вӗҫленчӗ. Халь ӗнтӗ ку ӗҫе пурнӑҫлӑпӑр.

Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе видеоканашлу майӗпе «Язык как средство и фактор сохранения национальной культуры» ҫавра сӗтел иртӗ. Манӑн унта хутшӑнма тивӗ.

Станьяла тата ыттисене апат-ҫимӗҫе ҫав ҫавра-сӗтел хыҫҫӑн илсе ҫитерме палӑртатпӑр.

//нимеҫӗсем ытлашшиех тупӑнмаҫҫӗ те хамӑнах ҫак ӗҫе хутшӑнмалла тесе шутлатӑп.

Ку ҫав чаках, анчах пысӑклатсарах ӳкерни.

Апат-ҫимӗҫе ӗнер туянма пуҫланӑ та ӗнтӗ.

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 2106.38.0201
2020.04.25 15:40
Мана манманшӑн, пулӑшнӑшӑн, юлташсене пысӑк тав!
Вулакан // 3149.7.3940
2020.04.25 20:01
Лайăх акци, паллах, уйрăмах Тяпкин Тимĕршĕн. Анчах та парне тунă çынсем хушшинче хăшпĕрисем ахаль пенси те , çав вăхăтрах тата республика пуçлăхĕ уйăхсерен мĕн виличчен парса тăракан пенси те илеççĕ. Тен, çав хушма пенси илекеннисем вырăнне унашкал пенси илменнинсене пулăшсан аванрах пулнă пулĕччĕ. Паллах, ку ман шухăш кăна, йĕркелекенсене курăнарах парать.
Тимер // 3250.52.3557
2020.04.25 21:38
Вулакана тавах сӗнӳшӗн.Паян хула тӑрӑх ҫӳресе кун иртсе кайрӗ.Ыран хутшӑнма пултаратӑр.Ҫапах та ҫыравҫӑсене ертсе пыратӑр.
Станьял // 2140.69.7903
2020.04.26 12:55
Ҫӑкӑр-тӑвар хутаҫӗшӗн савӑнма пӗмерӗм, анчах шӗвӗр мӑнуксемпе мӑшӑрӑм пит хӗпӗртерӗҫ.
Тав пӗтӗм кил-йышран укҫа паракансене,Тимӗрпе Аҫтахара халӑха юрӑхлӑ ӗҫ пуҫарса тӑрӑшнӑшӑн.
Ман шутпа, ниме пысӑк ӗҫ валли ирттермелле.
Тимер // 2213.65.9035
2020.04.27 17:30
Ыран Атнер Хусанкай тата Николай Иванч Егоров профессор патне каятпӑр.Кам хутшӑнма хатӗр?
Тимер // 3935.95.6547
2020.04.28 21:37
Егоров Н.И.профессор,Атнер Хусанкай тата Зинаида Козлова сире тав сӑмаххисем каларӗҫ кучченеҫсемшӗн.
Тимер // 6338.5.9550
2020.04.29 22:12
Канашсем куҫарса панӑ пулас пин тенкӗ.Ентешлӗх ертӳҫипе Юрий Тарасовпа канашласа ыран кайса килмелле тӗр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем