Сӗнтӗрвӑрри районӗнче шкул директорне суйлама йӗркеленӗ конкурсра йӗркене пӑснӑ.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тӑрӑхри надзор органӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Приволжскинчи шкул директорне суйламашкӑн ирттернӗ конкурса йӗркелекенсем федераци саккунне пӑснӑ. Конкурс ирттернӗ, кандидатсене суйланӑ тата татӑклӑ йышӑну тунӑ чухне йӗркене пӑснӑ.
Кӑлтӑксене палӑртнӑ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрри район прокуратури яваплисен ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Йӗркене пӑснине пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Надзор органӗ хушнипе конкурс пӗтӗмлетӗвне пӑрахӑҫланӑ.
Ҫапла вара Сӗнтӗрвӑрри рйаонӗнче ҫав тӑрӑхри Приволжски шкулӗн директорне суйламалли конкурса ҫӗнӗрен йӗркелесе ирттерме тивӗ.