Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Кислов вырӑнне Аршинова йышӑнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 25.03.2020 08:31 | 1290 хут пӑхнӑ
Политика

«Ҫамрӑксемшӗн ҫул пур ҫӗрте те уҫӑ, ватӑсене пур ҫӗрте те хисеплеҫҫӗ», — ҫапларах йӗркесемлӗ вырӑсла юрӑ пулнине пирӗнтен чылайӑшӗ пӗлет. Чӑваш Енре те ҫамрӑксем валли ҫул уҫӑлать, ваттисен вара хӑйсене сума сунишӗн савӑнасси ҫеҫ юлать. Сӑмахӑмӑр — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗнче пулас улшӑнусем пирки.

Асӑннӑ парти ертӳҫи Дмитрий Медведев регионсенчи уйрӑмсен секретарӗсем пулма тивӗҫ кандидатсемпе, пурӗ 13 ҫынпа, тӗл пулнӑ. Кун пирки партин сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫав йышра РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова та пулнӑ. Ӑна Чӑваш Енри уйрӑма ертсе пыма шанасшӑн иккен.

«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗ Юрий Кислов отставкӑна кайӗ.

#партисем, #политика, #ҫамрӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1642.29.6790
2020.03.25 19:43
Agabazar
Савăнмаллисем çукрах кунта.
Хамӑр ял // 3357.71.6964
2020.03.26 00:18
Ҫак майра чӑвашсене, Чӑваш Республикине ҫич ют! Ӑна Чӑваш Ене Путин парти янӑ. Аршинова Чӑваш Енче кӗтмен хӑна кӑна. Вӑл килелле Приднестровье пата таврӑнтӑр.
Agabazar // 1642.29.6790
2020.03.26 13:27
Agabazar
Таврăнтарма хăтланса пăх-ха эппин.
Хамӑр ял // 2209.52.9889
2020.03.26 14:56
"Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партишӗн суйлавӗнче суйлама кирлӗ-и?
Ярухха // 1932.21.1615
2020.03.27 13:17
Пересидентсен партийĕ Чăваш енче пĕр шанчăклă çын та
тупайман-ши вара... Ку аптраммалла кулăш вĕт....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем