Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр ҫуртра пушар тухнине, унта 2 тата 4 ҫулсенчи икӗ ачапа ватӑ ҫын вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Аса илтерер: пушар Иккӗмӗш Путепровод урамӗнчи ҫуртра алхаснӑ. Ҫулӑм алхасма тытӑнсан ҫӑлавҫӑсем, тухтӑрсем ҫитнӗ. Кинемейпе мӑнукӗсене ҫӑлма май килмен.
Чӑваш Ен прокурорӗн пресс-службине ҫак йӗркесен авторне паян пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Надзор органӗ ҫемьен пурнӑҫ условине те хаклӗ. Ҫапла пӗлтерчӗ надзор органӗн пресс-службинче ӗҫлекен Алексей Якушевич. Тӗрӗслевшӗн Шупашкар хулин Калинин районӗнчи прокуратура яваплӑ. Прокуратура пушар сӑлтавне палӑртассипе ӗҫлекен тӗпчевҫӗсен ӗҫне те тӗрӗслӗ.