Ку хыпара илтсен «Мускавра ҫӳҫ касма хушсан Чӑвашра пуҫ каҫаҫҫӗ», — тени аса килчӗ. Коронавируспа минренӗ ҫынсенчен хӑшӗсем тимлесех тӑшман шыранӑн туйӑнать. Ҫак кунсенче чикӗ леш енче пулнисем ун пеккисемшӗн шӑл ҫемми пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене ӳпкелеҫҫӗ, вӗсенчен шикленеҫҫӗ, вӗсене тӑшман вырӑнне хураҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнче ҫак кунсенче Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачне Николай Николаева сӳтсе явма тытӑннӑ. Ӗҫпе вӑл Германире пулнӑ, унтан таврӑнсан Шупашкарти ветерана саламлама кайнӑ.
Николай Станиславовича мӗншӗн килте лармасть тесе тапӑннӑ. Вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑран ҫавӑн пек хӑтланать-и тесе ҫырнӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, Германирен килсен Николай Николаев анализ панӑ. Германире тата Мускавра унӑн температурине виҫнӗ. Тест вӑл чирлӗ маррине кӑтартнӑ. Халӗ Николай Станиславович больничнӑй илнӗ, килте ларать. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская та Николай Станиславович регламента пӑсманнине ҫирӗплетет. Чикӗ леш енчен килнисен ҫынпа хутшӑнмалла мар текен хушу Николай Николаев Германирен таврӑннӑ вӑхӑтра Мускав ҫыннисене ҫеҫ пырса тивнӗ.