Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Олег Николаев журналист тӗпчевӗсене курасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 15.03.2020 07:52 | 1390 хут пӑхнӑ
Политика

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, унта йыхравланисем, тӗпрен илсен, — республикӑн политика пурнӑҫне ҫутатакансем. Патшалӑх МИХӗсемпе пӗрлех Чӑваш халӑх сайтне, «ПроГород» хаҫата, ЮТВ телекомпание, федераци кӑларӑмӗсемпе радиостанцисене тата ыттисене йыхравланӑ.

Олег Николаев влаҫра ӗҫлекенсем май килнӗ таран уҫҫӑн ӗҫлеме тӑрӑшнине ӗнентернӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен объективлӑ журналист тӗпчевӗсем кӗтнине пӗлтернӗ вӑл. Тӗлпулӑвӑн тӗллевне Олег Николаев журналистсен пӗрлӗхӗ асӑрхаттарнипе тӗрлӗ ыйтӑва татса парас тенипе сӑлтавланӑ.

МИХсенче ӗҫлекенсем ыйтса ҫырнисене министерствӑсене туллин хуравлама хушнине пӗлтернӗ, пичет кӑларӑмӗсене вулакансем патне ҫитерме пулӑшма, официаллӑ мероприятисене журналистсене ҫӑмӑллӑн кӗртме шантарнӑ.

#тӗлпулусем, #Элтепер, #политика, #журналистсем, #МИХсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4059.80.8917
2020.03.15 11:10
Agabazar
Çак чĕнÿ Михаил Васильевич каланă "чаплă" япаларан чăннипе нимпе те уйрăлса тăмасть.

Анчах та лешĕ çынсене "калаçтарнă", ку вара никама питех каластармасть.

Контент вара (пĕлтерĕш) çавах. Нимле уйрăмлăх та çук.

Журналист тĕпчевĕсене мĕншĕн ирттереççĕ? Вăл шутра — тĕрлĕрен йĕксĕксене <<йĕпетме>> те!!!!

Йĕксĕксене йĕпетес пулать!


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем