Иртнӗ вырсарникун, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Анне кунне анлӑн паллӑ турӗҫ. Ҫак уява нумаях пулмасть ҫеҫ уявлама пуҫларӗҫ пулин те, вӑл пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупрӗ-тупрех. Ҫӗршывӑн кашни кӗтессинчех аннесен ячӗпе концертсем, тӗлпулусем тата ытти мероприятисем ирттереҫҫӗ. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем те ҫак уява кашни ҫулах паллӑ тӑваҫҫӗ. Хальхинче Р.Т. Морозова музыка учителӗпе В.Ф. Лепешкина аслӑ вожатӑй хатӗрленипе ачасем ялти ӳнер ҫуртӗнче пысӑк уяв концерчӗ лартса пачӗҫ.
Малтанах саламлӑ сӑмахсемпе ялти хӗрарӑмсен Совечӗн ертӳҫи Вера Анатольевна Горбунова тухса калаҫрӗ. Ялти обществӑлла тата художество пултарулӑх ӗҫне хастар хутшӑнакан Галина Шикована тата Надежда Корнилована Хисеп хучӗсем парса чысларӗ, ӗҫре тата кулленхи пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗ. Хырхӗрри ял поселени администрацин пуҫлӑхӗ А.Н. Воробьев та пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламларӗ. «Анне — хаклӑран та хаклӑ сӑмах. Ача ӑнланса калакан пӗрремӗш сӑмах та — «анне». Тӗп хуламӑрта «Анне-управҫӑ» палӑкӗ инҫетрен мӑнаҫлӑн курӑнса ларать. Волгоградри Мамаев курган ҫинчи палӑк та анне ячӗпех хисепленсе тӑрать… Упрас пулать пурнӑҫ парнелекен аннене», — вӗҫлерӗ Анатолий Николаевич хӑйӗн сӑмахне.
Ҫийӗнчех концерт пуҫланчӗ. Уяв программинче тӗрлӗрен юрӑ-кӗвӗ, сӑвӑсем, шӳтлӗ сценкӑсем пулчӗҫ. Куракансене Диана Ятманова тата София Никонова шӑрантарнӑ юрӑсем кӑмӑла кайрӗҫ. Луиза Нигматуллинапа Слава Васильев юратнӑ амӑшсем ҫинчен пӑхмасӑр сӑвӑ каласа пачӗҫ. Кӗҫӗн класра вӗренекен ачасем юрланине те итлеме кӑмӑллӑ пулчӗ. Ташӑ кружокне ҫӳрекен аслӑ тата кӗҫӗн хӗрачасен ушкӑнӗсем илемлӗ ташӑсем ташласа савӑнтарчӗҫ. Куракансем вара ҫамрӑк артистсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ.