Дольщиксен прависене хӳтӗлекен фондӑн тӗп директорӗ Олег Говорун Ӗнер Чӑваш Ен строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Героевпа тӗлпулу ирттернӗ.
Дольщиксен прависене хӳтӗлемелли фондӑн сӑнав канашӗ пӗлтӗр Шупашкарти 180 ытла дольщик тӗлӗшпе йышӑну турӗ. Шупашкарти Калинин урамӗнчи 83-мӗш тата Граждан урамӗнчи 6-мӗш ҫуртсене туса пӗтерме йышӑннӑ ун чух. Кӑҫалхи II кварталта 70 ытла пайҫӑн правине хӳтӗлеме палӑртнӑ. «Соляной» микрорайонта тума пуҫланӑ ҫурта хӑпартса пӗтерме шухӑшлаҫҫӗ.
Маларах асӑннӑ фонда ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе 2017 ҫул вӗҫӗнче йӗркеленӗ. Вӑл дольщиксен правине хӳтӗлеме тивӗҫ.