Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Алла Салаевӑна вице-премьер тилхепине шаннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Вика Сорокина 10.02.2020 08:19 | 1907 хут пӑхнӑ
Политика
sovch.chuvashia.com сӑнӳкерчӗкӗ
sovch.chuvashia.com сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Алла Салаевӑна ҫирӗплетнӗ. 29-мӗш номерлӗ хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев ирпе ирех алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Алла Салаевӑна 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн пуканне пӗрре шаннӑччӗ-ха. Анчах унта вӑрах ӗҫлеменччӗ вӑл. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫав ӗҫрен кайнӑччӗ.

Алла Салаева 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори учительне вӗреннӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Паянччен Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.

#Шупашкар, #политика, #тӳре-шара, #хушусем, #Элтепер, #ЧПУ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тихонов // 4139.20.1551
2020.02.10 23:42
Лартрес ана ташлама-юрлама . Маттур пуль-ха . кирле мар хурлама . Сака сес ярать шухаша : хасан ас кере ман пек чаваша ?
Agabazar // 3115.8.3883
2020.02.11 07:30
Agabazar
Куратăр-и, аллисене еплерех чăмăртать вăл!
Пулкар // 5200.3.8423
2020.02.11 20:46
Олег, мӗн хӑтланан Чӑваш халӑхне курайман ҫынна мӗншӗн вице- премьера лартрӑр вара ? Е вӑй ҫитмер-и хирӗҫ тӑма. Капла эс чӑваш халӑхне хирӗҫ кайӑн.
Валери Туркай // 3039.31.1063
2020.02.12 12:48
Салаеваран вице-премьер туни мана питӗмрен лачлаттарса сурнипе пӗрех пулчӗ! Уйрӑмах ҫак майрапа тусӗсен "Хаяр Иван Шупашкарта" проекчӗ хыҫҫӑн.
"Чӑваш патши чӑваша тӗп тӑвать! тесе ҫырнӑччӗ эп тахҫан пӗр сӑввӑмра.
"Влаҫ - телей те, влаҫ - инкек те!.." тенӗччӗ тепринче.
Мана ҪАК питӗ тӗлӗнтерет: МА в ӑ х ӑ т л ӑ х а влаҫ серепине лекнисем чӑваш халӑхне НИМ ВЫРӐННЕ ТЕ хумаҫҫӗ?! Ма?!
Кайран, влаҫне ҫухатсан, вӗсенчен НИМӖН ТЕ тӑрса юлмасть! Нимӗн те!
Чуна ыраттарса - Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай.
8-927-855-54-80
Хамӑр ял // 2047.25.9549
2020.02.12 13:59
Тен "Правда ПФО" ҫырнӑччӗ: Ладыков Николаева Шупашкарта суйлав чух пулӑшнӑ тесе. Ҫакӑншӑн халь Николаев парӑм парать. Сак майрана парса лартать.
Гто-гто // 2284.68.4926
2020.02.12 17:34
Гто нужно повышать в республике, гто. Не дай пог что случится с Москвой, нацики придут или не придут, в первую очередь на евреев и чуваш полезут. Мне это стало ясно. Кто послабее
Agabazar // 1396.87.7155
2020.02.12 21:10
Agabazar
Чуна ыраттарма кирлӗ мар. Урӑхларах куҫпа пӑхмалла кунашкал япаласем ҫине.
Чун ыратать пулсан та, ҫынна ан кӑтарт. Ан савӑнтар йӗксӗксене.
Чун ыратнине кура никам та сана пуҫран шӑлмасть. Лӗх-лӗх кулать те, кутран тапса сирпӗтет.
Валери ТУРКАЙ // 3039.31.1063
2020.02.13 09:49
Тавах сана - "чунӗ ыратман "Акапасар", ырӑ канашушӑн!
Анчах та эсӗ йӑнӑшан: эп хама кутран тапса сиктерме паман та, памастӑп та!
Эп хам - кутран тапса сиктерекенни!
Валери Туркай.
Славик // 2133.89.1952
2020.02.13 12:58
Чӑваш правительтвинче чӑвашла пӗлни кирлӗ-и кирлемар-и?
Agabazar // 2590.70.8688
2020.02.13 17:50
Agabazar
Чăннипе каласан, "чун ыратмалла марри пирки" каланă сăмаха эп Валери Туркая мар адресленĕччĕ.

Енчен те вăл ăна хăй çине илсе мĕн те пулин каларĕ пулсан — темех мар. пулать ун пекки.

Кĕрешÿ çулĕ вăл çĕнтерÿсенчен çеç тăмасть. Вăл çул çинче сана хăвна кутран тапса сиктерессисем те пулма пултараççĕ. Ялан хам тăрринче пулап темелле мар.

Паллах, ку сăмаха та эп хальхинче Валери Туркая аса илсе мар калап.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем