Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 6 ҫулхи ача килтен тухса тарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 10.11.2012 16:35 | 1321 хут пӑхнӑ

Шупашкарта пурӑнакан Александр Соскин Трактор тӑвакансен проспекчӗпе киле таврӑннӑ май макӑракан арҫын ачана асӑрханӑ. Ача-пӑча ӑна хирӗҫ чупса пынӑ. Каҫхи вӑхӑт пулнӑ. Арҫын ачана чарса мӗн пулнине ыйтса пӗлнӗ. 6 ҫулхи ача-пӑча ӑна амӑшӗ кӳрентерни пирки каласа панӑ, анчах та хӑй ӑҫта пурӑннине вӑл ӑнлантарса парайман. Ачана вара Александр Шупашкарти Калинин районӗнчи ҫул ҫитменнисен реабелитаци центрне ӑсатса янӑ.

Ҫав вӑхӑтра ҫӳрҫӗр иртнӗ пӗррӗре полици уйрӑмне ача ҫухалнӑ пирки 27 ҫулхи хӗр пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх ҫав каҫ вӗсем ачипеле хӑнара пулнӑ, паллах уяв пуҫа анратакан шӗвексемсӗр иртмен. Каялла киле таврӑннине хӗр начар астунӑ. Пӳлӗм алӑккине чылай вӑхӑт хушши уҫайман. Ача ҫав вӑхӑтра пусма картлашкисем ҫинче кӗтсе ларнӑ, кайран вара сисмен вӑхӑтра тухса тарнӑ.

Ача ҫухални пирки йӗрке хуралҫисем тӳрех шырав йӗркеленӗ. Телее полици уйрӑмне ирех реабелитаци центрӗн ӗҫченӗсем шӑнкӑравланӑ.

Ачана полици уйрӑмне илсе килсен йӗрке хуралҫисем тепӗр лару-тӑрӑва асӑрханӑ: унӑн пуҫӗ ҫинче мӑкӑль, ӳт-пӗвӗ ҫинче кӑвак паллисем пулнӑ. Халӗ ача-пӑчана тухтӑрсем сӑнаҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра ачан амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса яма та пултарӗҫ.

#Шупашкар, #пӑтӑрмахсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем