Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 90 ҫулхи Валентина Фёдоровнӑна Президент та саламланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.11.2012 13:37 | 2060 хут пӑхнӑ

Ярӑславри Валентина Федоровна Яковлева (хӗр чухнехи хушамачӗ Карсакова) юпан 30-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ.

Хӑйӗн ӳсӗмӗнчи ытти нумай-нумай тантӑшӗсем пекех, хура-шурра сахал мар курнӑ вӑл. 1922 ҫулта Ярӑславра ҫуралнӑскер, пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗ вӑл. Васан шкулӗнче 7 класс пӗтерсен Мускаври бинтсем туса хатӗрлекен комбината ӗҫлеме кайнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вучӗ алхасма пуҫласан тӑван яла таврӑнса колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Валентинӑна тантӑшӗсемпе пӗрле Улатӑр таврашне окоп-траншея чавма янӑ. Унта шартлама сивӗре лум-кӗреҫепе, выҫӑллӑ-тутӑллӑ ӗҫленӗ. Унтан таврӑнсан ирҫе хӗрне, унӑн тракториста вӗренес ӗмӗт пуррине шута илсе, Канаш хулине механизатора вӗренме направлени панӑ. Унта удостоверени илсен Шӑмӑршӑри машинӑпа трактор станцийӗнче (МТС) комбайнсем юсакан цехра вӑй хунӑ.

Арҫынсемпе юнашар ӗҫлесе Валя вӗсенчен, опытлӑ механизаторсенчен, техника вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме тӑрӑшнӑ. «Техника тӗлӗшпе тавҫӑруллӑ эсӗ, часах хӑв тӗллӗнех комбайнпа та, тракторпа та ӗҫлеме пуҫлӑн акӑ», — хавхалантарнӑ ӑна ӗҫтешӗсем. Арҫын комбайнерсенчен чылайӑшне фронта ӑсатсан вырма тапхӑрӗнче Валентина Карсакова комбайн рулӗ умне ларать, Анат Чаткас тата Патирек хирӗсенче тырӑ вырать. Каярахпа тракторпа ӗҫлет.

— Эпир Ярӑславри Зоя Розовапа, Карапай Шӑмӑршӑри Елизавета Денисовапа юнашар ӗҫлеттӗмӗр, — аса илет Валентина Федоровна. — Пире, хӗрсене, газогенераторлӑ тракторсемпе ӗҫлеме ҫав тери кансӗрччӗ. Ҫак техника хыҫне бункер вырнаҫтарнӑччӗ, унта шакмаксем пӑрахса ҫунтарнӑ. МТС краҫҫынпа ӗҫлекен «НАТИ» тракторсем килсен вара пирӗн ӗҫ чылай ҫӑмӑлланчӗ. Хӗр трактористсем выҫӑллӑ-тутӑллӑ ӗҫленӗ. Апла пулин те чӑтӑмлӑн ҫӗр сухаланӑ, вӑрмантан йывӑҫ кӑларнӑ, ытти ӗҫсем тунӑ.

Тылра хӑйсем Аслӑ Ҫӗнтерӳшӗн ӗҫленине питӗ лайӑх ӑнланнӑ вӗсем. 1944 ҫулта Валентина Карсакова МТСра хӑй пекех трактористра ӗҫлекен эвакуаци йӗркипе килнӗ Николай Яковлевпа пӗр ҫемьене пӗрлешнӗ. Туслӑ ҫемьере умлӑ-хыҫлӑ тӑватӑ ача ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен те вӗсем колхозрах ӗҫленӗ. 50-мӗш ҫулсенче Казахстан ҫӗрӗсене сухалама, тырӑ акса ӳстерме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ ҫерем ҫӗрӗсем ҫинче ӗҫлеме, паллах, трактористсемпе комбайнерсем, шоферсем питӗ нумай кирлӗ пулнӑ. Николай Яковлев та Казахстанра ӗҫлеме кӑмӑл тунӑ. Ҫемье валли укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме ӗмӗтленсе вӑл ытти механизаторсемпе пӗрле унта тухса кайнӑ.

Анчах унта Николай пӗр хыпарсӑр ҫухалнӑ. Валя аппа ачисене пӗчченех ӳстерсе ҫитӗнтернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Питӗ шел, пӗр ывӑлӗпе пӗр хӗрӗ йывӑр чире пула пурнӑҫран ҫамрӑклах уйрӑлса кайнӑ. 1956 ҫултан пуҫласа Валя аппа районти тӗп больницӑра санитаркӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак ӗҫре 1981 ҫулчченех вӑй хунӑ. Хӑйӗн тивӗҫне ҫулран-ҫул таса чунпа пурнӑҫласа пынӑ. Тылри ӗҫшӗн Валя аппана «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе наградӑланӑ. Районта тӗп больницӑри тӑрӑшулӑхшӑн «Ӗҫ ветеранӗ» медале тивӗҫнӗ.

Валя аппа хӗрӗн ҫемйипе пӗрле пурӑнать. Вӗсем йышлӑ выльӑх-чӗрлӗх усраҫҫӗ. Юбилей кунӗнче Васан ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем, культура работникӗсем ӗҫпе тыл ветеранне В. Яковлевана килне кайсах саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ, парне, чечексен ҫыххине пачӗҫ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю. Ильин Валентина Федоровнӑна Раҫҫей Президенчӗ В.Путин алӑ пуснӑ саламлӑ ҫырӑва парса хисеплерӗ. Хӑйне ҫакӑн пек чысланӑшӑн ветеран пурне те ӑшшӑн тав турӗ.

#Комсомольски районӗ, #Ярӑслав, #Васан, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Анат Чаткас, #Патирек, #Шӑмаршӑ, #Канаш, #Карапай Шӑмӑршӑ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем