Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Н.Г.Ершов-Янгер сӑвӑҫ — Красноармейски шкулӗнче

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 06.11.2012 10:30 | 1396 хут пӑхнӑ

Чӳкӗн 1-мӗшӗнче Красноармейски шкулӗн тӑван ен культурипе халӑх сӑмахлӑхӗн пӳлӗмӗнче «Кӑмӑл» вӗренӳ пӗрлешӗвӗнче хушма пӗлӳ илекен тата чӑваш поэзине кӑмӑллакан ачасемпе Николай Янгер сӑвӑҫ тӗлпулу ирттерчӗ. Сӑлтавӗ те пысӑк. Ентеш поэтӑмӑр ҫак кунсенче 70 ҫулхи уявне паллӑ турӗ. Чи малтанах юбилярӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен районти централизациленӗ вулавӑшӑн тӗп библиотекарӗ С.А.Гурьева каласа кӑтартрӗ, хӑйӗн сӑмахне поэта халалланӑ мультимедиллӗ слайдсемпе пуянлатрӗ. Сӑвӑҫ вара презентаципе килӗшӳллӗн хӑйӗн сӑввисене вуласа пачӗ.

Юпа уйӑхӗнче пултаруллӑ ҫыравҫӑ Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗ сӗннипе «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат урлӑ районти шкул ачисем хушшинче хӑй ячӗллӗ ҫамрӑк сӑвӑҫсен литература конкурсне йӗркелерӗ. Ӑмӑртӑва 20 сӑвӑҫӑн 50 ытла хайлавне тӑратнӑ. Тӗлпулура Николай Ершов ҫак конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе те паллаштарчӗ. Сӑвӑҫ ячӗллӗ Премие (500 тенкӗ) Красноармейски шкулӗн 9-б класӗнче вӗренекен Александра Яковлева илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Ӑна Н.Янгер ҫакна ҫирӗплетсе Диплом парса чысларӗ. Ку шкул ачисем хушшинче хавахалантару парнине илекенсем те пулчӗҫ. Вӗсем: Анастасия Харитонова (8-б), Мария Данилова (9-б), Анастасия Иванова (10 класс), Нина Кириллова (11-а) тата Кристина Семенова (11-а). Ҫак ҫамрӑк сӑвӑҫсене поэт хӑйӗн «Пурнӑҫ сӑпки» сӑвӑ кӗнекине парнелерӗ.

Тӗлпулӑва Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн председателӗ Георгий Тусли те хутшӑнчӗ. Вӑл юбиляра литература пултарулӑхӗнчи ӳсӗмсемшӗн пӗрлӗх Хисеп хутне парса чысларӗ, юрӑ-ташапа савӑнтарчӗ.

«Кӑмӑл» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн ачисем Николай Ершовӑн сӑввисене вуласа пачӗҫ. Ҫак пӗрлешӗвӗн ертӳҫи З.П.Михайлова сӑвӑҫӑн литературӑри иксӗлми талантне ҫамрӑксен тишкермеллине, унран сӑвӑ ҫырас ӑсталӑха вӗренсе пымаллине палӑртрӗ. Вӗрентекен поэтӑмӑра юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ, ырлӑх-сывлӑх, телей, ҫитӗнӳ сунчӗ.

Сӑнсем (23)

#Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #тӗлпулусем, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем