Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Ҫыравҫӑсем Шупашкарти пӗр урама Хветӗр Уяр ятне пама сӗнеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 15.01.2020 13:58 | 948 хут пӑхнӑ
Хулара
Хветӗр Уяр
Хветӗр Уяр

Чӑваш Енри Прфессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ Шупашкар хулин мэрӗ Евгений Кадышев патне пӗр сӗнӳпе тухнӑ: хулари пӗр урама Хветӗр Уяр ятне памалла.

Истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Алексей Радиченко вара Шупашкарти икӗ урама паллӑ патшаӑх деятелӗсен Иван Чарыков тата Николай Вороновский ятне пама сӗнет. Вӗсем тӗрлӗ ҫулта Чӑваш Республикине ертсе пынӑ.

Ҫавӑн пекех Алексей Радиченко кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр урама Лариса Рейснер революционерка ятне пама ыйтать. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ку районта халӑх телейӗшӗн ҫапӑҫнӑ ҫынсен ячӗпе урамсем хисепленеҫҫӗ: Даниил Эльмен, Карл Грасис, Матэ Залка, Антонин Яноушек. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чарыков, Вороновский, Рейснер биографийӗсене тӗплӗн тишкернӗ те ҫапла палӑртнӑ: вӗсем Шупашкар тата Чӑваш Республики умӗнче пысӑк хисепе тивӗҫмен, тарӑн йӗр хӑварман. Ҫапах ку йышӑнӑва ятарлӑ комисси тӑвӗ. Унӑн ларӑвӗ кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче иртӗ.

#Шупашкар, #ҫыравҫӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1522.41.5189
2020.01.15 16:25
Agabazar
Тӗрӗс. Уяр. Афанасьев мар.
Чарыков текенни 1937-мӗш ҫул хыҫҫӑн ҫӗкленнӗ ҫын. Чарыков тылра ларнӑ чухне ун ҫулӗнчи ытти арҫынсем фронтра юн тӑкнӑ.
Agabazar // 1522.41.5189
2020.01.15 21:45
Agabazar
Алексей Радиченко текеннин сĕнÿ тăртама ăçтан право тупăннă?

Сăмахран, хула влаçĕсем манран нимĕнле сĕнÿ те илес çук.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем