Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫатракасси ялӗнче кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче нумай ачаллӑ ҫемье пушарта шар курнӑ. Инкек ҫемьен хуҫалӑхне кӗллентерсе ҫӗрпе танлаштарнӑ.
Кил хуҫи, Ольга Илларионова, ялта юлташӗсем патӗнче вӑхӑтлӑх тӗпленнӗ, ачисем — хулара, тӑванӗсем патӗнче.
Ҫемьене вырӑнти ял тӑрӑхӗ вӑхӑтлӑх икӗ вырӑн сӗннӗ: унчченхи ваттисен ҫуртне тата хваттерти пӳлӗме. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫи ваттисен ҫурчӗ пулнӑ ҫуртра ачисемпе пӗччен пурӑнма шикленет иккен, вӑл хваттерти пӳлӗме кайса пӑхасшӑн.
Ял ҫыннисем ҫемьене кӑштах пулӑшкаланӑ-ха. Пушарта нимсӗр юлнӑ йыша сӗтел-пукан, йӑлари техника таранах кирлӗ.
Ольга Илларионова Ҫатра Хочехматри шкулта директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшать.