Паян каҫхине Шупашкар хулинче пӳрт ҫуннӑ. Республикӑри электрон кӑларӑмсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Шупашкарӑн Хӗвелтухӑҫ поселокӗнче тухнӑ. Ун пирки МИХа инкеке курнисенчен пӗри пӗлтернӗ. Хӑйӗн сӑмахне ӗнентерме вӑл видео ярса панӑ.
Пушар паян, кӑрлачӑн 12-мӗш каҫхине, 18 сехет те 30 минутра, тухнӑ. Ҫулӑм кӳршӗ ҫуртсем урлӑ аякранах курӑннӑ. Инкек мӗн сӑлтавпа пуҫланнине пӗлтермен. Ӑна специалистсем каярах татса калӗҫ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче мунчасем час-час ҫунаҫҫӗ. Инкекрен сыхланас тесен мӑрьесене кварталта пӗр хутран кая мар тасатма, кӑмака купалаттарма тата ӑна юсаттарма специалистсене ҫеҫ явӑҫтарма сӗнеҫҫӗ.