Геннадий Юмарт сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, тӗпчевҫӗ вилнӗ. Хурлӑхлӑ хыпара Фейсбукра паян Анатолий Хмыт драматург пӗлтернӗ.
Геннадий Юмарт (Трофимов) 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кайри Карӑкра ҫуралнӑ. 1955 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкарта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1961-1965 ҫулсенче Самар енчи чӑваш шкулӗсенче чӑваш тата вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. 1965-1970 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче корректорта, редакторта ӗҫленӗ. 1970-2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӗҫтешӗ пулнӑ.
Геннадий Юмартпа Шупашкарти ритуал службинче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш "ж" ҫуртра, Республикӑн клиника больницин моргӗнче вырнаҫнӑ) ытларикун, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Agabazar // 3432.77.0853
2020.01.12 22:20 | |
Геннадий Юмарт — чăнлăх рыцарĕ. | |
Олег Мустаев // 2327.24.4415
2020.01.13 11:00 | |
Чӑнах та паллӑ,тӳрӗ кӑмӑллӑ ӑсчахчӗ. | |
Станьял // 1300.71.1683
2020.01.13 18:56 | |
Пӗрле вӗрентӗмӗр, пӗрле кӗрлерӗмӗр, пӗрле ӗҫлерӗмӗр...
Канлӗ пул! Лӑпкӑ ҫывӑр Унта тӗл пуличчен!. | |
Agabazar // 2940.14.6969
2020.01.14 03:13 | |
Апла-капла аппаланса ҫӳремен, яланах тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑ. Н.Ф. Даниловпа тата В.Г. Родионовпа тан чӑваш текстологийӗн ҫулпуҫӗ теме пулать. |