Вӑрнар районӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна ҫывӑх вӑхӑтра суд тӑвӗҫ. Кун пирки эпир РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.
Пуҫлӑх пулнӑ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ, сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе – 5 эпизодшӑн, 291.2 статйин 1-мӗш пайӗпе тата 292 статьян 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче вӑл ҫул-йӗ правилине пӑснӑ пилӗк ҫынна каҫарнӑ. Административлӑ майпа явап тыттарма май пур ҫинчех яваплӑхран хӑтарнӑ.
2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Вӑрнар-Упи-Красноармейски» ҫул ҫинче груз турттаракан машинӑна чарнӑ. Лешӗн ятарлӑ хутсем пулман. Явап тытас мар тесе вӑл ҫул-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне апат-ҫимӗҫ хутаҫне тыттарнӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче вӑл пӗр паллаканне ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекмесӗрех хутсем хатӗрлесе панӑ та лешӗ КАСКО тӳлевне тивӗҫнӗ.
Пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне ӗҫрен хӑтарнӑ.