Чӑваш Енри хӗрарӑмсен сывлӑхне тӗрӗслеме кӑҫал та ятарлӑ маммографсем ҫула тухӗҫ. Республикӑн онкологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, куҫса ҫӳрекен рентген комплексӗсем кӑҫал пирӗн республикӑра виҫҫӗн тан ҫула тухӗҫ.
2019 ҫулта куҫса ҫӳрекен икӗ комплекс республикӑри районсене 150 хут ытла ҫитсе килнӗ. Машинӑра вырнаҫтарнӑ цифра маммографӗсем ҫав вӑхӑтра 6,5 пин ытла хӗрарӑм сывлӑхне тӗрӗсленӗ. Маммографсем кӑкӑр шыҫҫине вӑхӑтра тупса палӑртма пулӑшаҫҫӗ. Чире мӗн чухлӗ иртерех асӑрхатӑн, ӑна сиплеме ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлрах теҫҫӗ.
«Маммологи онкопатрульне» онкологи диспансерӗ профилактика тӗллевӗпе 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе усӑ курать. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 39 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсене йышӑнаҫҫӗ.