«Чӑвашавтотранс» предприятире ӗҫленӗ ҫынсем, ахӑртнех, Ҫӗнӗ ҫула тулли кӑмӑлпа кӗтсе илӗҫ. Уяв умӗн вӗсене ӗҫ укҫи парса татнӑ.
Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем шалӑва раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнчех илме тытӑннӑ.
Панкрута тухнӑ «Чӑвашавтотрансӑн» ӗҫ укҫи парӑмне татас тесе Чӑваш Ен хыснин резерв фондӗнчен 57 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ыттине предприятин пурлӑхне сутсан парса татнӑ.
Ҫапла майпа Ҫӗнӗ ҫул умӗн предприятире ӗҫленӗ 595 ҫын умӗнчи парӑма татнӑ. Сӑмах май, организаци ӗҫченсен умӗнче парӑма кӗнӗренпе 2 ҫул иртнӗ.