Шупашкарти хулаҫум автовокзалӗнче пӗр ватӑ арҫын хутаҫ манса хӑварни пирки, унта укҫа пулни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ҫав арҫын тупӑннӑ, укҫана ӑна тавӑрса панӑ. Ҫак хутаҫа вокзалта асӑрханӑ хӗрарӑма вара ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗ Марат Михайлов тав хучӗ, чечек ҫыххи тата парне парса чысланӑ.
Ӗҫ-пуҫ мӗнле пулнине аса илтерер. Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине ватӑ арҫын ывӑлӗ патне хӑнана кайма тухнӑ. Хайхискер вокзалта алӑри хутаҫне ӳкерсе хӑварнӑ. Ҫак хутаҫа вокзал ӗҫченӗ Елена Алексеева асӑрханӑ, малтанах ҫӳп-ҫап тесе шутланӑ. Уҫса пӑхнӑ та – унта укҫа, 90 пин тенкӗ ытла. Вӑл хутаҫа диспетчера панӑ. Анчах ун хуҫи тупӑнман. Кун хыҫҫӑн полици ҫав арҫынна шырама тытӑннӑ, МИХсем унӑн сӑнне вырнаҫтарнӑ.
Ватӑ арҫыннӑн ҫемйи ӑшра ҫав укҫапа «сывпуллашнӑ» ӗнтӗ, тупасса шанман. Халӗ старике укҫине тавӑрса панӑ.