Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Петр Мишин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна тытса чарнӑ. Вӑл Шупашкарти хула строительствипе хуҫалӑх техникумӗн директорӗ те. Ӑна укҫа тӑкакланӑшӑн, должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн.
Следстви шутланӑ тӑрӑх, кӑҫал авӑн уйӑхӗнче директор техникумӑн профсоюз организацине 340 пин тенкӗ куҫарма хушу панӑ, ку нухратпа культура мероприятийӗсем ирттермелле пулнӑ-мӗн. Анчах пуҫлӑх ку укҫапа путевка туянса канса килнӗ. «Ку укҫапа вӑл хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ, Словение каймашкӑн 346 пин тенкӗ тӑракан путевка туяннӑ, унта вӑл мӑшӑрӗпе каннӑ», - ҫапла пӗлтернӗ Следстви комитечӗ.
Ҫавӑн пекех директор пӗлтӗр авӑн тата раштав уйӑхӗсенче пӗр организаципе юсавпа строительство ӗҫӗсем тума килӗшӳ алӑ пуснӑ. Пӗтӗмӗшле сумма – 1,3 миллион ытла тенкӗ. Анчах подрядчик ӗҫе пурнӑҫламан, ун вырӑнне студентсем ӗҫленӗ – ку практика пулнӑ-мӗн. Подрядчик счечӗ ҫине вара килӗшӳре кӑтартнӑ сумма куҫнӑ.