Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑма суйса евитленӗшӗн штрафланӑ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче хайхискер ывӑлне салтака ӑсатнӑ. Ялти йӑлана пӑхӑнса хӑна-вӗрле: тӑван-пӗтен, ял-йыш — пуҫтарӑннӑ.
Кайран хӗрарӑм ялти пӗр арҫын ҫавӑн чухне хӑйне хӗненӗ тата пусмӑрланӑ тесе йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫил вӗрмесӗр йывӑҫ хумханмасть теҫҫӗ те, иккӗшӗ тем пайлайман ӗнтӗ — эпир ӑна пӗлеймӗпӗр. Тӗпчевҫӗсем евит тӗлӗшпе ӗҫлеме тытӑнсан хӗрарӑма хайхи этем мӑшкӑламанни палӑрнӑ иккен. Ҫапла пӗлтерет РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби.
Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах пырса лекет тенӗ евӗр пулса тухнӑ. 38 ҫулти хӗрарӑма суйса евитленӗ тесе 8 пин тенкӗ штраф хурса та панӑ.