Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнчи культура ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ку пӑтӑрмах ӗнер ҫӗрле пулнӑ.
Клуб 1970 ҫулсенче пӗренерен тунӑскер пулнӑ. Ӑна ҫулталӑк каялла юсаса ҫӗнетнӗ. Ун чухне клубра чӳречесене улӑштарнӑ, ҫӗне урай сарнӑ, хутса ӑшӑтмалли тытӑма монтаж тунӑ, ҫӗне сцена тунӑ. Юсав ӗҫӗсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Вырӑнти культура ҫурчӗ» программипе килӗшӳллӗн тунӑ. Подрядчик харпӑр усламҫӑ Алина Тарасова пулнӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ сумма 1,74 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Ҫӗнелнӗ культура ҫурчӗ пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑкне уҫнӑ.