Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: «Асран кайми» программӑна кӗмелли фильмсене суйлаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.12.2019 06:11 | 1532 хут пӑхнӑ
Ӳнер
«Чӑвашкино»  ҫурчӗ. http://yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ
«Чӑвашкино» ҫурчӗ. http://yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацийӗн архивӗ 2020 ҫулта ӳкермелли фильмсене палӑртма ыйтать. Ҫак ыйтӑва учреждени халӑх шухӑшне тӗпе хурса татса парасшӑн. «Асран кайми» программӑна кӗртес шухӑшпа ҫынсем 10 фильмшӑн сасӑлама пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ҫынсен хӑйсен те сӗнме май пур. Программӑна кӗме тивӗҫ ӗҫсене 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен халӑхпа тишкерӗҫ.

Списокра ҫак ӗҫсем: Н.И. Ашмарин ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; Мӗтри Юман ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; В.Н. Яковлев ҫинчен документлӑ фильм; А.А. Трофимов ҫинчен документлӑ фильм; «Реванш Волжской Болгарии в XV веке» художествӑпа документлӑ фильм; П.Е. Егоров ҫинчен документлӑ фильм; Г.Н. Айги ҫинчен документлӑ фильм; А.Н. Крылов адмирал ҫинчен документлӑ фильм; А.А. Кокель ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; Л.П. Кураков ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; С.М. Ислюков ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; «Рождение чувашской буквы» анимаци фильмӗ; «Билясувар-Веде Сувар-Шупашкар» художествӑпа документлӑ фильм; «Чувашской автономии — быть» художествӑпа документлӑ фильм; В.Д. Димитриев ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; И.И. Христофоров ҫинчен документлӑ фильм.

#Чӑвашкино, #фильмсем, #ят-сум, #чӑвашлӑх, #ӳнер, #культура, #сасӑлав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

атика // 2206.86.7431
2020.12.24 15:26
кам курать ши çав киносене ,ахаль приставкăпа ăна курма çук,ытларах çынсен спутник илме укçа та çук пĕлеп хуларисем кураççĕ анчах ялсенче...хăвăрах пĕлетĕр радио кăна.темшĕн пирĕн республикăра таврари халăх çинчен юлашки черетпе,хăçан вăл кирлĕ те пульмĕ -выăс чĕлхи çине куçса каятпăр.юлашкинчен ман юлташăн ачи сăмахĕсемпе калашшĕн ăна вăхăт иртсен чăвашла вĕрентме шутласан :не дури-ка папа.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем