Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш журналисчӗсем Путин патне кайӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.12.2019 19:31 | 1521 хут пӑхнӑ
Республикӑра
riafan.ru сӑнӳкерчӗкӗ
riafan.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри темиҫе журналист Мускава, ҫӗршыва Президенчӗ Владимир Путин патне, кайӗ.

Кӗҫнерникун, раштавӑн 19-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи пресс-конференци ирттерӗ. Унта хутшӑнма суйласа илнӗ журналистсен списокне Кремль сайтӗнче пичетленӗ.

Раҫҫей Президенчӗпе курнӑҫакансен, тӗрӗсрех каласан, унпа пӗр залра ларма тивӗҫнисен, май килсен Владимир Путина ыйту парас шанчӑк пуррисен йышӗнче — Чӑваш Енри пилӗк журналист. Ҫав йышра — Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанин ӗҫченӗсем Анжелика Иванова, Андрей Спиридонов тата Андрей Шоклев, «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Игорь Герасимов, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат журналисчӗ Дмитрий Новак.

Владимир Путин ҫулсерен ирттерекен пресс-конференцие 1895 журналист хутшӑнӗ. Вӗсен йышӗнче хамӑр ҫӗршыврисемпе пӗрлех чикӗ леш енчисем те.

Мероприяти Пӗтӗм халӑхсем хушшинчи суту-илӳ центрӗнче 12 сехетре пуҫланӗ.

Владимир Путин хуравланине «Россия-1», «Россия-24», «Первый канал» (чӑв. Пӗрремӗш канал) телекомпанисен, «Маяк», «Вести FM» тата «Радио России» (чӑв. Раҫҫей радиовӗ) радиостанцисен эфирӗнче курма тата итлеме май килӗ. «ОТР» телеканал сайтӗнче тата тӳрӗ эфирта сурдокуҫару пулӗ.

#журналистсем, #пресс-конференци, #тӳрӗ лини, #МИХсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2019.12.17 17:19
Аçтахар Плотников
«Советская Чувашия»-па «Грани» хаҫатсем кӑна тивӗҫлӗ иккен :(
Анаткас // 3020.47.3414
2019.12.18 08:09
"Хыпар " хасат журналисчесене ченменни наци республикишен перре те килешулле мар.
Кукша // 6503.8.7253
2019.12.19 13:10
"Хыпар" правительствӑн шӗвӗ бюллетенӗ кёна вӗтӗ. Ӑҫта унта Мускава тата!
Хресчен ачи // 3720.45.0743
2019.12.23 11:32
Критика кирле сав хасатра . кашни номертех пуслахсене кана мухтанипе пурнаса лайахлатма пулашаймар. Никамран хараман журналистсем юлмареспе перех . Район хасачесем чанласах та бюллетене савранчес : вуламалли ним те сук вет .Информаци министерстви хасатсене султалакра перре те пулин теплен тишкерсе теп редакторсен есне хак парсан лару- тару каштах та пулин улшанечче. Хасатсен тираже чакнинчен мен теленмелли ? Тиража устерес тесен . хавантан ху хараса пуранмалла мар . хаюлла та харсар пулмалла .

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем