Раҫҫей банкӗ процент ставкине черетлӗ хутчен чакарнӑ. «Российская газета» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, хальхинче те банк ставкӑна 0,25 процент пункчӗ чухлӗ пӗчӗклетнӗ. Кӑҫал ставкӑна тек тӗкӗнмӗҫ. Укҫа-тенкӗпе тата кредитпа ҫыхӑннӑ черетлӗ ларӑва банк 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тепре пухӑнӗ. Ун чухне епле йышӑнассине тӗрлӗ фактор витӗм кӳрӗ. Сӑмахран, ҫӗршыври инфляци шайӗ, экономика аталанӑвӗ, финанс рынокӗнчи тулаш тата шалти условисем.
Раҫҫей банкӗ халӗ ҫирӗплетнӗ ставка — 6,25 процент. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе процент ставкине пӗтӗмпе 1,5 процент таран чакарнӑ. Анчах кашнинчех пӗчӗкшерӗн. Чи нумай чакарни юпа уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Ун чухне банк процент ставкине тӳрех 0,5 процент пӗчӗклетнӗ.