Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Бурят Республикинче чӑваш культурин кунӗсем вӗҫленнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.12.2019 03:21 | 1404 хут пӑхнӑ
Культура
Ирина Удалова сӑнӳкерчӗкӗсем
Ирина Удалова сӑнӳкерчӗкӗсем

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Бурят Республикинче Чӑваш культурипе литературин кунӗсем вӗҫленнӗ.

Асӑннӑ тӑрӑхра чӑвашсен пӗрлешӗвне йӗркелени ҫулталӑк ытларах ҫеҫ. Апла пулин те хастар чӑваш, Надежда Колесникова (вӑл хӑй ют чӗлхесен вӗрентекенӗ пулса тӑрӑшать), ертсе пынипе йӑхташӑмӑрсем чӑваш халӑхӗ ҫинчен Байкал тӑрӑхне мӑнаҫлӑн пӗлтерме сулмаклӑн талпӑнаҫҫӗ.

Мероприятисен программинче Улан-Удэри наци вулавӑшӗнче «Чӑваш культурин хӑйне евӗрлӗхӗ» курав (ӑна А.К. Салмин ӑсчах сӑнӳкерчӗкӗсенчен йӗркеленӗ) уҫӑлнине те, бурят ҫыравҫисемпе йӗркеленӗ «ҫавра сӗтеле» те (унта Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова хутшӑннӑ), чӑваш тӗррин ӑсталӑх класне те (Роза Степанова артистка ирттернӗ), аслӑ шкулсен студенчӗсемпе чӑвашсен тӗнче цивилизацийӗнчи вырӑнӗ пирки лекцие те (Дмитрий Мадуров ӑсчах вуланӑ), Хӗвелтухӑҫ институчӗн студенчӗсемпе Никита Бичурин синолог ҫинчен лекцие те (Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей ертӳҫи Ирина Удалова ирттернӗ), маларах асӑннӑ Надежда Колесникован «Переселение чувашей в Бурятию. 1951-1954» кӗнеке хӑтлавне те асӑнмалла.

Чӑваш Ен делегацине Бурят Республикинче чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан районсенчи йӑхташӑмӑрсемпе тӗл пулма та май туса панӑ.

#куравсем, #культура, #чӑвашлӑх, #тӗлпулусем, #Бурят Республики, #Улан-Удэ, #вулавӑшсем, #аслӑ шкулсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-73439225_2462
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем