Шупашкарта пурӑнакан Ксения Егорова ҫемйи икӗ ачапа тӑванӗсен пӗр пӳлӗмлӗ хваттерӗнче тӗпленнӗ. Ҫемье амӑш укҫипе тата банкран илнӗ кивҫенпе усӑ курса хваттер илме ӗмӗтленнӗ. Пайҫӑ пулса ҫемье 3 миллион тенкӗ хывнӑ. Егоровсем икӗ пӳлӗмлӗ хваттер туянма ӗмӗтленнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурта тума «Ривьера» компание пурӗ 104 пайҫӑ тупра хывнӑ. Ку вӑл 2018 ҫулта пулнӑ. Анчах кайран строительство ӗҫӗсем чарӑнса ларнӑ.
Ксения Егорова ҫур ҫулта тӗрлӗ инстанцие 20 ытла ҫыру шӑрҫаланӑ. Анчах пӗри те чуна лӑплантармалла хуравламан. Тӳре-шарапа надзор органӗсен хуравне хӗрарӑм ячӗшӗн ҫеҫ шӑрҫалани вырӑнне хурса йышӑнать. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри МИХсенчен пӗринче ирттернӗ «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче те Ксения Егорова шӑнкӑравланӑ. Ипотекӑна тӳлес тесе виҫӗ уйӑхри ачана хӑварса ӗҫе тухнине, 30 тӑваткал метрлӑ хваттерте ҫын патӗнче пурӑннин, хӑй ача полклиникинче врачра тӑрӑшнине пӗлтернӗ.