Раштав уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче пӗтӗм чӑвашсен «Асам» IV кинофестивалӗ иртрӗ. Ҫак фестивале йӗркелекенӗ кӑҫал та Чӑваш Енри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — чун юратнӑ ӗҫе аталантарассишӗн ырми-канми тӑрӑшакан Олег Цыпленков) пулчӗ. Ӑна ирттерме хастарсен нимелле пулӑшу ыйтма тивсен те вӗсем чӑваш сценин пирвайхи ӑстисен: Иоаким Максимов-Кошкинскийпе Тани Юн — ӗҫне малалла тӑсасшӑн, чӑваш киноне тӗнчене кӑларасшӑн тӑрмашаҫҫӗ.
Ӗнер, раштавӑн 6-мӗшӗнче, «Асам» хупӑнчӗ. Кӑмӑлтан тӳрех палӑртар: хальхи саманара чӑваш киновне аталантаракансен йышӗнче ҫамрӑксем йышли. Вӗсем хушшинче Мускаври ӑстасем патӗнче вӗреннӗ маттурсем те пурри.
Гран-прие хӑш ӗҫе парасси тӳресене яланах хумхантарнине пытармарӗ Олег Цыпленков. Пурне те пама хатӗррине те палӑртрӗ вӑл. Анчах, паллӑ ӗнтӗ, апла тӑваймӑн.
Кӑҫалхи Гран-прие «В Красном море» документлӑ фильм тивӗҫрӗ. Сценари авторӗ — Сергей Щербаков, режиссерӗ — Андрей Митешин.