Чӳк уйӑхӗнче сивӗ, юрсӑр ҫанталӑк тӑни кӗрхи тыр-пулшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Ҫавна май Россельхозцентр специалисчӗсем уй-хире тӗрӗслевпе тухнӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 89 пин гектар лаптӑка пӑхса ҫаврӑннӑ.
Паянхи кун тӗлне 61 пин гектар ҫине акнӑ кӗрхисене лайӑх хак панӑ, 2 пин ытла гектар – япӑх. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӗрхисем япӑх пулни юр ҫуккинчен кӑна мар, сортран та килет.
Сивве чи чӑтӑмли – кӗрхи ыраш, вӑл 20 градус сивве чӑтать, кӗрхи тулӑшӑн 16 градус сивӗ хӑрушӑ мар. Тӑпра 23 сантиметр таран шӑнтнӑ. Кӗрхисем малашне мӗнле пуласси ҫанталӑкран килет. Синоптиксем ыран юр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ.