Ҫутҫанталӑк илемне кашни ҫын хӑйне май курать. Пӗриншӗн ҫуллахи лӑпкӑ та илемлӗ уяр кун кӑн-кӑвак тӳпере пӗр пӗлӗт те курӑнман чух илемлӗ пек туйӑнать, теприне хӗлле йывӑҫсем ҫине шурӑ юр сапса илем кӳни чуна ӑшӑтать, хӑшне ҫуркунне тин ҫеҫ шӑтнӑ ешӗл симӗс курӑкпа илӗртет, кӗр кунӗсем те хӑйне май илемлӗ те илӗртӳллӗ. Уйрӑмах кӑҫал кӗркунне вӑрӑма кайнӑ ӑшӑ та илемлӗ ҫанталӑкпа савӑнтарать. «Ылтӑн кӗркунне» иртсе кайрӗ тесен те юратчӗ пуль, анчах паян та вӑрмансемпе парксенчи йывӑҫсем хӑйсен ылтӑн-мерчен тумтирӗпе хӑйсем патне йыхравлаҫҫӗ. Сап-сарӑ ылтӑн тӗслӗ хурӑнсем хушшинче хӗрлӗ кӗпеллӗ вӗренесем курӑнаҫҫӗ, ҫывӑхрах сип-симӗс чӑрӑшсемпе хырсем тӳпене кармашса лараҫҫӗ. Унта та кунта пилеш е палан тураттисем йӑмӑх хӗрлӗ ҫырлисене халь-халь ӳкерессӗн йӑтса тӑраҫҫӗ.
Ытларах ҫынсем хуласенче пурӑннӑ май вӗсем ҫак илеме курса киленме те пултараймаҫҫӗ. Ҫапах та ҫитес канмалли кунсене усӑллӑ ирттерес тӗллевпе вӗсем те ҫывӑхри скверсемпе парксене тухса ҫӗр тата тӗнче илемӗпе савӑнасса ӗненес килет.