Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ял тӑрӑхн территорийӗнче пурӑнакансем хуҫасӑр йытӑсен вӗшле йытӑсемпе аптӑрасах ҫитнӗ.
Ял ҫыннисен нуши республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсене те ҫитнӗ. Унтисем хыпарланине кура вырӑнти прокуратура та ял ҫыннисен нуши пирки пӗлнӗ. Пӗлнӗ ҫеҫ мар, тӗрӗслев пуҫарнӑ. Надзор органӗ пуҫарнипе яваплисемпе канашлу ирттернӗ. Унта ял тӑрӑхӗн специалисчӗсене, шалти ӗҫсен пайӗн специалисчӗсене тата ыттисене йыхравланӑ. Юманай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне тивӗҫлӗ мера йышӑнмалли ҫинчен асӑрхаттарса хут ҫырса панӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн лав вырӑнтан тинех хускалнӑ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Юманай ял тӑрӑхӗнче чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хуҫасӑр виҫӗ йытта тытнӑ. Надзор органӗ хуҫасӑр йытӑсен ыйтӑвне малашне те тӗрӗслесе тӑма шантарать.