Ӗнер Элӗк районӗнчи пӗр ҫемьере ача эрех ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Ҫемьен уяв пулнӑ, хӑнасем чӗнсе сӗтел хушшинче савӑннӑ. Ҫемье пуҫӗпе мӑшӑрӗ хӑнасене ӑсатма тухсан 4-ри ывӑлӗ сӗтел ҫинчи эрехе ӗҫнӗ.
Ывӑлӗ ӳсӗрӗлнине асӑрхасан ашшӗ-амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ачана Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Юрать, пӗчӗкскерӗн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра пулман, тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Палӑртмалла: ӗнер Ҫӗмӗрле районӗнче те ачапа чутах инкек пулман. 1,5 ҫулти хӗрача йӗкехӳресене вӗлермелли наркӑмӑшпа вылянӑ. Юрать, вӑл ӑна ҫӑтма ӗлкӗреймен, ҫакна тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ.