Шупашкарти аэропорта юсаса ҫӗнетме ҫӗр панӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗре «Развитие аэровокзального комплекса г. Чебоксары» (чӑв. Шупашкар хулин аэровокзал комплексне аталантарасси) инвестици проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑрӗҫ.
Шупашкар аэропорчӗ пӗчӗкки, ӑна реконструкцилемелли каламасӑрах паллӑ. Аэропорта 2021 ҫул тӗлне ҫӗнетме палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчех
пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: юсав ӗҫӗ валли 550 миллион тенкӗ таран тухса кайӗ. Кун пирки унӑн директорӗ Руслан Минаев Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти аэропорта ҫӗнетме федераци харпӑрлӑхӗнчи 5,0717 гектар ҫӗре (вӑл республикӑн тӗп хулинчи И.Ф. Скворцов урӑмӗнчи 1-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ) республика харпӑрлӑхӗнчен панӑ.