Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ икӗ ҫемьен пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӗсене патшалӑх тӳлевсӗрех ҫурт туса панӑ. Кун пирки Улатӑр район администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ҫемьесем валли республикӑри «Ҫурт-йӗр хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси пирки» саккунпа килӗшӳллӗн туса панӑ. Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакан 7 ачаллӑ ҫемье валли ҫурт тумашкӑн республика хыснинчен 1 миллион та 29 пин те 476 тенкӗ уйӑрнӑ. 6 ачаллӑ ҫемье валли вара 1 миллион та 343 пин те 581 тенкӗ уйӑрса панӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Пӑрачкав ялӗнче пурӑнакан 7 ачаллӑ ҫемьене те патшалӑх ҫурт туса пани пирки хыпарланӑччӗ.