Пӑрачкав ялӗнче пурӑнакансене шыв ыйтӑвӗ канӑҫ памасть. Пӗр урамра напор ҫук, тепӗр урамра кранран тутӑх шыв юхать. Ҫынсен нуши «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсене кӑсӑклантарнӑ.
Кранран мӗншӗн тутӑх шыв юхать-ха? Сӑлтавӗ нумай. Шывра тимӗр йышӗ 40 хут ытларах-мӗн. Ку ыйтӑва татса парас тесе Пӑрачкавра тимӗртен тасатакан станци тунӑ. Халӗ шыв нормӑпа килӗшсе тӑрать. Анчах тепӗр пӑтӑрмах тупӑннӑ: тасатнӑ шыв 40 ҫул улӑштарман пӑрӑхсене лекет, ҫавна май ҫынсем патне тутӑх шыв ҫитет.
Вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ку ыйтӑва та ҫитес вӑхӑтра татса парасшӑн. Халӗ ялта шыв пӑрӑхӗсене, 27 ҫухрӑм, улӑштараҫҫӗ. Ӗҫе ҫитес ҫул вӗҫлеме палӑртнӑ.