Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем йӑлари хытӑ каяша пухмалли вырӑнсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем Шупашкар районӗнче пулнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша пухмалли контейнерсене ялсенче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вырнаҫтарса тухма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑ. Ҫавна пурнӑҫлаканӗ — каяша турттаракан «Экоцентр» предприяти. «Экоцентр» 1670 ял-хуларан каяш турттарать. Ку вӑл — республикӑри мӗнпур территорирен 97 проценчӗ.
Шупашкар районӗнче предприяти мӗнпур ялта контейнерсем лартмалли вырӑнсене йӗркеленӗ. Вӗсенче евроконтейнерсем вырнаҫтарса тухнӑ. Сӑмах май каласан, паянхи кун тӗлне ятарлӑ лапамсене 18 районта хатӗрлесе пӗтернӗ.
Аса илтерер: йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ тытӑм ҫине пирӗн республика пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗчӗ.