Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пирӗнтен Георгий Краснов ҫыравҫӑ уйрӑлса кайрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.09.2012 17:48 | 1565 хут пӑхнӑ
Георгий Краснов
Георгий Краснов

Ӗнер, авӑнӑн 3-мӗшӗнче, пирӗнтен ӗмӗрлӗхе чӑваш халӑх ҫыравҫи, драматургӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Краснов Георгий Васильевич уйрӑлса кайрӗ.

Георгий Васильевич 1937 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Йӗрхкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑн Явӑшри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта, Ҫӗрпӳ ял хуҫалӑх техникумӗнче, Мускав патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. Колхоз председателӗ, Чӑваш АССРӗн радиовещанипе телевидени комитечӗн тӗп редакторӗ тата председатель ҫумӗ пулнӑ. Чӑваш АССР ҪП правлениӗн председателӗ, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ.

Юлашки ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнчи журналистика факультечӗн профессорӗ пулса ӗҫлерӗ.

Георгий Краснов 20 ытла кӗнеке кӑларнӑ: «Кӑмӑл туртӑмӗ» (1973), «Ҫамрӑклӑх пӗрре килет» (1974), «Ӗмер тикӗс килмест» (1979), «Кавар» (2004), «Кӗвеҫекене кӗвӗ ҫиет», «Телей патне виҫӗ ҫухрӑм», «Ҫитетпӗр хӗрӗхе, иртетпӗр хӗрӗхрен», «Хӗрлӗ тюльпан» (2007), «Чипер хӗр ача Ксени» (2010) тата ыттисем.

1979 ҫулта Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлле премийӗн лауреачӗ («Ӗмӗр тикӗс килмест» романшӑн), 1984 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ. Георгий Васильевич кӗнекисене вырӑсла, белорусла, кӑркӑсла тата ытти чӗлхеллӗ куҫарса кӑларнӑ.

#Йӗрхкасси, #Етӗрне районӗ, #ҫухатусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем