Чӑваш Ен Финанс министерстви республикӑри район-хуласенче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра хысна епле тулнине тишкернӗ. Харпӑр хӑй тупӑшне пухасси 20 муниципалитетра пӗлтӗрхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенчинчен лайӑхланнӑ. Ҫак енӗпе уйрӑмах лайӑх ӗҫленисем: Етӗрне районӗ (ӳсӗм 16,6%), Пӑрачкав районӗ (14,9%) Ҫӗмӗрле хули (14,5%). 6 муниципалитетра тупӑш шайӗ чакнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, сӑмахран, 9,8% пӗчӗкленнӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 5,7%, Куславкка районӗнче — 4,3%.
Вырӑнти бюджетсене 3281,1 млн тенкӗ налук килнӗ, ку вӑл пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 5,1% нумайрах. Налук мар тупӑшсем — 986,6 млн тенкӗ (2018 ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 7,8% ытларах).
Районсемпе хуласем 14171,5 млн тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав шутран 65,6 процентне вӗрентӳ отраслӗ валли уйӑрнӑ, наци экономикине — 8,1%, патшалӑхӑн ыйтӑвӗсем валли — 8,0%.