Ӗнер республикӑн хӑш-пӗр районӗсем урлӑ вӑйлӑ ҫил иртнӗ тет. Шупашкар патӗнче, сӑмахран, йӗрӗ те курӑнманччӗ. Шар курнӑ районсем: Ҫӗрпӳ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Йӗпреҫ, Шупашкар (пӗлтертӗм ӗнтӗ — Шупашкар ҫывӑхӗнче ҫил нимле сӑтӑр та туман) тата Елчӗк. Ытларах Сӗнтӗрвӑрри районӗ шар курнӑ иккен — ҫилпе пӑр 302 киле сӑтӑр тунӑ, 48 ял (9 000 ҫын) ҫутӑсӑр юлнӑ. Республикӑпа пурӗ 71 ял ҫутӑсӑр юлнӑ, паянхи ир тӗлне вӗсенчен 36-шӗнче ҫутта тавӑрнӑ (тата 35 ялта ҫутӑ тавармалла — пурӗ 3 400 кил).
Инкек курнӑ ҫынсене Правительство хӑвармӗ — ҫӑмӑл кредитсем илме пулӑшӗ, ҫил-тӑвӑл пӗтернӗ тырӑпа ҫӗрулмишӗн укҫа-тенкӗ уйӑрӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх пӑрлӑ ҫумӑр Ҫӗрпӳпе Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче 400 тата 1600 гектар лаптӑкра тырра пӗтернӗ. Ҫӗрулми пуссисене епле сиен кӳнине хальлӗхе шутлаҫҫӗ кӑна-ха.
Михаил Игнатьев ӗнер Октябрьски ялне ҫитсе курнӑ. Ҫил-тӑвӑл кунта самай алхаснӑ: сӑмахран ялти ӳнер шкулӗн тӑррине тӗппипех ывӑтса пенӗ, М. Тагеевӑн фермер хуҫалӑхӗнче шыв турулне тӳнтернӗ, нумай пулмасть хӑпартнӑ ферма тӑррине ҫурри ытла вистесе пенӗ.